«Чӑваш тӗрри – чун-чěре илемě, кăмăл савăнăçě, анне ăшши, халăх пуянлӑхӗ…», — çапла каланине час-часах илтме пулать.
Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чăваш тěррин музейěнче «Чӑваш наци костюмӗн традицийӗсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси» ыйтупа «Паха тӗрӗ» фабрикӑн 98 ҫул тултарнине халалланӑ ҫавра сӗтелӗ иртрӗ.
Ҫавра сӗтелӗн хисеплӗ хӑнисенчен пӗри – Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев. Вăл Чӑваш наци костюмӗн традицийӗсене сыхласа хӑварас тата регионсене аталантарас ěç питех те мӑнаҫлӑ та пархатарлă пулнине çирěплетрě тата каларě: «…Чăваш наци конгресě яланах «Паха тěрěпе» ěçленě. Пěрле нумай регионсенче пулнă. Чăваш тěррин туйăмне сыхласа пынăшăн, паллах, тав сăмахě калатпăр. Регионсенчи пайташсен ячěпе те тав тăватпăр. Чăваш наци конгресě регионсемпе пуян. Чăнах та чăваш тěрри, чăваш кěписем пурте кирлě. Çавăн пекех шанас килет «Паха тěрě» хăйěн филиалěсене районсенче уçасса. Ытларах реклама пулмалла тесе шутлатăп. Паянхи кун районсенче Акатуйсем вăйлăн, мăнаçлăн иртеççě. Халăх чăвашла тăхăнать регионсенче те. Чăваш кěписем, паллах районсене те регионсене те питě кирлě…»
Валерий Леонидович «Паха тěрě» фабрикăн ертÿçине Н.И. Посынкинăна тав сăмахěсем каласа, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем çинчен çырнă «Чăваш çěршывě ватă та вăл, ěмěр çамрăк та» ятлă кěнеке парса чыс турě.
Елизавета Долгова