«Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» семинар иртрĕ
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕ Пĕтĕм Раççейри регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕ пуçарнипе «Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» ăслăлăхпа меслетлĕх семинарне ирттерчĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем хастар хутшăнчĕç.
Конгресс ĕçтешĕсене чăваш тата вырăс филологи факультечĕн деканĕ Татьяна Денисова ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Вăл хăнасене факультет ĕçĕ-хĕлĕпе, студентсен вĕренӳпе ăслăлăхри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн тĕл пулу 1–4 курс студенчĕсемпе иртрĕ.
Семинара чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциаци председателĕ Геронтий Никифоров хутшăнчĕ, тухса калаçрĕ. Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕн тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем Алина Егорова тата Юлия Анисимова студентсене вырăс шкулĕнче 1–4-мĕш классенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисемпе паллаштарчĕç, ачасене кăсăклантарма май паракан ĕç меслечĕсемпе мелĕсем пирки каласа пачĕç.
Ăсталăх урокĕсем те ирттерчĕç вĕсем. Вĕрентĕве ӳкерчĕксемпе, таблицăсемпе, слайдсемпе, презентацисемпе усă курса йĕркелерĕç. Вĕрентекенсем студентсене пуплеве аталантарма тĕрлĕ хăнăху ĕçĕсем тутарчĕç, вăйă мелĕсемпе анлă усă курчĕç, апат-çимĕçпе тĕрлĕ чĕр чун кĕлеткисене ӳкерчĕкĕсемпе кăтартрĕç, вĕсене чăвашла калаттарчĕç, китай хисеп паллисене пӳрнесемпе кăтартма хăнăхтарчĕç.
Уроксем хыççăн Татьяна Денисова, Галина Брусова преподавательсем студентсемпе пĕрле Алина Егоровăпа Юлия Анисимовăн паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхи вĕрентĕвĕн хальхи ĕç мелĕсемпе меслечĕсене палăртĕç.
Пĕлӳлĕхпе ăсталăха ӳстермелли семинар пулас вĕрентекенсемшĕн усăллă иртрĕ. Кĕçех студентсем шкулсене педагогика практикине кайĕç, халь илнĕ пĕлĕве ачасем патне çитерме ăнтăлĕç.
Геронтий НИКИФОРОВ,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциаци председателĕ