Ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче пирěн республикăри Наци вулавӑшӗн скверӗнче чӑваш чӗлхи Кунне халалланӑ савăнăçлă митинг иртрӗ. Ҫак уява çулсеренех чăваш халăх ывăлě Иван Яковлев çуралнă кун паллă тăваççě. Кăçал И.Я. Яковлев 174 çул тултарнă пулěччě.
Уява чăваш халăх артисчě Василий Павлов Иван Яковлевичăн «Чăваш халăхне панă халалěпе» уçрě. Шупашкарти Федор Павлов ячěллě музыка училищин «Янтал» фольклор ушкăнě концерт кăтартрě.
Трибуна умне тухса калаçакансем Чăваш Енěн пуçлăхě Олег Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашěн председателě тата Пěтěм Раççейри чăваш наципе культура автономийěн Ассамблейин ертÿçи Леонид Черкесов, Шупашкарти 40-мěш шкулти чăваш чěлхипе литература вěрентекенě тата Пěтěм Раççейри тăван чěлхе вěрентÿçисен «Кěмěл тěп гран-при» хуçи Александр Степанов тата ыттисем те пулчěç. Митинга Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, Чăваш наци конгресěн пěрремěш вице-президенчě Николай Угаслов хутшăнчěç.
Пуху И.Я. Яковлев палăкě умне чечексем хумалли церемонипе вěçленчě. Чăваша çутта кăларакан патриарха хисеплесе чечек çыххисем хуракансен хушшинче чылай паллă çын: ăсчахсем, артистсем, конгресс ěçченěсем, политиксем тата шкул ачисем, ача пахчине çÿрекен ушкăнсем вěрентекенěсемпе, вăтам тата аслă пěлÿ паракан заведенисенче вěренекенсем, ěçлекенсем.
Митинг хыççăн Чăваш наци библиотекинче Константин Иванова халалланă курав уçăлчě.
Елизавета Долгова









