Хисеплěрен те хисеплě ěçтешсем,
хаклă ентешсем!
Сире пурне те паян, ака уйăхěн 25-мěшěнче, чăваш чĕлхи Кунĕпе чун-чěререн саламлатăп!
Тăван чĕлхе – чăвашăн чун ăшшине тытакан пĕртен-пĕр ырă пулăм, наци культурин никěсě, хаксăр тупра, ăс-хакăл эткерне сыхласа упрама тата ăна аталантарма пулăшакан хатĕр.
«Анне чĕлхи – халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕн аслăран та аслă вăйĕ, унăн тĕп тĕрекĕ», — çапла хакланă чăваша çутта тухма пулăшакан Иван Яковлевич Яковлев пирěн тăван чěлхене. Паян мухтавлă ентешěмěр çуралнăранпа 174 çул çитет.
Аслă Вěрентекенěмěр халалне тěпе илсе паянхи вăхăтра тăван чĕлхене сыхласа упрас, ăна пуянлатас тата халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе вĕренÿ тата культура учрежденийĕсемпе пěрле тăрăшса ĕçлетпěр. Чăвашлăх туйăмне, хамăрăн çепěç те тěлěнмелле пуян чěлхемěре, йăла йěркене, культурăна Раççейěн ытти регионěсенче пурăнакан йăхташăмăрсемпе туслăн ěçлесе аталантарма тăрăшатпăр. Малалла та çаплах вăй хурăпăр. Тăван чěлхе аталанса та пуянланса пытăр!
Чăваш чěлхи Кунěн уявěпе чěререн тухакан чи ăшă та хěрӳллě салам сăмахěсене йышăнăр. Ăнăçу патне илсе пыракан çул тикěс те уçă, тěллевсем тӳрě те малашлăхлă пулччăр. Çирěп сывлăх тата ěçре, пурнăçра пысăк çитěнӳсем тума сунатăп сире. Малашне те чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-халăр тапса тăтăр!
Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев
