И.Н. Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университетěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен «Чěлхене упрани – халăх пуласлăхěн никěсě» регионсем шайěнчи конференци иртрě.
Сумлă пуху И.Я. Яковлев Халалěн «Вěренсе çутăлма…» сыпăкěпе уçăлчě.
Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев тěп докладпа «Чăваш наци конгресě» регионсем хушшинчи общество пěрлешěвěн чăваш чěлхине тата культурине упраса хăварас тата аталантарас ěçě-хěлě çинчен» тухса калаçрě.
ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Геронтий Никифоров чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен регионсем хушшинчи общество пěрлешěвěн Ассоциацине туса хурасси пирки пěлтерчě…
Питех те тухăçлă иртрě пуху. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен регионсем шайěнчи пěрлешěвěн йěркине (положенине) сӳтсе яврěç, йышăнчěç. Ассоциацин Килěшӳ Канашне (Координаци Советне) тата ертӳçине Геронтий Лукиянович Никифорова суйларěç.
Конференцине хутшăнакансем çичě секцинче ěçлерěç. Ăсталăх урокěсене Татьяна Матросовăпа Анастасия Сидорова – «Чăваш арчи» ыйтупа тата Л.П. Николаева, А.В. Егорова, И.А. Диарова, А.М. Степанов – «Чăваш чěлхи» темăпа, «Пултарулăх лаççине» О.В. Скворцова ертсе пычěç.
Çакăн пек аслă пухусенче тăван чĕлхепе калаçни, авалтан пыракан йăла-йěркене упрани, тăван халăх культурине аталантарни çирĕплетет халăхсен туслăхне. Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийěн тĕрлĕ регионěсенче пурăнакан чăвашсем пěрле пухăнса тăван чěлхепе литературине аталантарас ěмěтпе ирттернě конференци – питех те пархатарлă ěç. Тавах çак конференцине йěркелесе ирттернě ěçтешсене.
Елизавета Долгова





(сӑнӳкерчӗксем ЧНК пайташӗсен)