«Чӗмпӗр чӑвашӗсен наципе культура автономийӗ хӑйӗн 25 ҫулхи юбилейне анлӑ уявларӗ. Ӗнер Губернаторски культура ҫуртӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Шупашкартан Угаслов Н. Ф. , Чӑваш Реҫпубликин Патшалӑх депутатчӗ Краснов П. С. тата Чӑваш Республикин Обществӑлла Палатӑран эпӗ, пултӑмӑр. Пухӑннӑ халӑха Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернатӑрӗ Русских А. Ю. саламларӗ. Уява Шупашкартан ятарласа килнӗ Ирина Лампасова ертсе пычӗ. Ҫӗрпӳрен Светлана Яковлева ертсе пыракан юрӑ-ташӑ ушкӑнӗ хӑнасене савӑнтарчӗ. Мускавран — унти чӑвашсен Арӗ Владимир Бурмистров сцена ҫине тухса саламларӗ, Владимир Бабайкина шупӑр парнелерӗ. Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ», — пӗлтерчӗ Чӑваш наци конгресӗн регионсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Тимӗр Тяпкин.