Чăваш патшалăх оперӑпа балет театрӗнче нарăс уйăхěн 2-мӗшӗнче «Шывармань» оперăпа ЧĂВАШ МУЗЫКИН ФЕСТИВАЛӖ уçӑлать. Çак уяв пире, чӑваш кӗвви-ҫеммине чунтан юратакансене, пурне те пӗрле пухать. Уявра тěрлě спектакльсем, концерт курса савăнăпăр:
— нарăс уйăхěн 2-мӗшӗнче «ШЫВАРМАНЬ» икě пайлă опера, 18:30 (Ф. Васильев)
— нарăс уйăхěн 3-мӗшӗнче «САРПИГЕ» икӗ пайлă балет, 18:30 (Ф. Васильев)
— нарăс уйăхěн 5-мӗшӗнче «НАРСПИ» икě пайлă опера, 18:00 (Г. Хирбю )
— нарăс уйăхěн 6-мӗшӗнче «ГАЛА-КОНЦЕРТ», 18:00
Туссем, пурне те уява чӗнетпӗр. Билетсене театр кассинче туянма пулать.
Елизавета Долгова