Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пěрлешěвěн президенчӗ В.Л. Клементьев ӗҫлӗ калаҫу ирттерчӗ.
Ларăва хутшӑнакансем хушшинче таврапӗлӳҫӗ-тӗпчевҫӗ тата культурологи кандидачӗ Владимир Николаевич Алмантай, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Юрий Ювенальевич Ювенальев, ЧНК ӗҫтӑвком председателӗ тата культура комитечěн ертӳçин çумě Нина Васильевна Андреева, ЧНК президенчӗн пресс-секретарӗ Елизавета Никандровна Долгова пулчěç.
Калаçу çывхарса килекен Чăваш наци конгресӗн 30 ҫулхи çавра уявне кирлě пек хатӗрлесе ирттерес пирки тата çак паллă çулталăка халалласа ҫырнӑ кěнеке-альбом кӑларӑмне хатěрлесе кун çути кăтартас пирки, ЧНК çуртěнче музей уҫас пирки пычě.
Владимир Алмантай Чӑваш наци конгресě вăтăр çул тултарнине асăнса библиотекăна хӑйӗн «Сувар-чăваш ячěсем тата вěсен пěлтерěшě» кěнекине, Вырак Суваринпа пěрле çырнă «Сувар-чăваш халăх культуринчи сартăш палăрăмěсем», «Вырăк – суварсен элтеперě» ěçěсене тата Леонид Николаевпа,Татьяна Матвеевăпа, Ириада Петровăпа пěрле çырнă «Сувар-чăваш культурине çěнěрен çěклесси» кăларăмне парнелесе хăварчӗ.
Елизавета Долгова