
Раççейре чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллă тăваççĕ. Чăваш наци конгресĕн ячĕпе Çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ вырăнĕнче пурăнакан ентешсемпе пĕрлех çак уявпа ытти халăх çыннисене те таса кăмăлтан саламлатăп!
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Вăл пуш çĕрте «çуралман». Тĕрлĕ йывăр тĕрĕслев витĕр тухнă Раççейре пурăнакан вун-вун халăх çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, пулăшса, тăнăçлăхра пурăннинчен хаклăраххи нимĕн те çуккине питĕ аван ăнланать.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне паллă туса эпир хамăрăн патшалăхăн историне, унăн мăнаçлăхне асра тытнине палăртатпăр. Çак кун яланах халăхсене пĕрлештернĕ, вĕсен чун-чĕри хавалне вăйлатнă. Эппин, малашне те туслăх çынсене пĕрлештернине, тĕрлĕ халăхсемпе пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурансан кăна эпир вăйла пулнине манар мар.
Ентешĕмĕрсем! Сире пурне те Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Çак кăткăс лару-тăрура пĕр-пĕрне упраса пурăнма тăрăшар, малашлăхалла хăюллăн пăхар.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ В.Л. КЛЕМЕНТЬЕВ.