Пуш уйăхěн 17-мěшěнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ С.А. Каликова патне Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев ěçлě тěлпулăва килчě.
Çавра сěтел хушшинче пыракан калаçура хутшăнакансем тата та пур: Чăваш наци конгресěн вице-президенчě тата «Чăвашгосснаб» тулли мар яваплă пěрлешěвěн тěп директорě В.Н. Антонов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Ю.А. Зорин тата хупӑ акционерсен пěрлешěвěн «Тус» тěп директорӗ Н.Ф. Угаслов, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх çамрӑксен театрӗн пуçлăхě Е.В. Николаева, Чăваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн çумě Г.Л. Богуславский тата этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пайӗн ертӳçи Э.А. Краснов.
Хисеплě вулакан, мěнле кăсăк ыйтусем йыхравларěç-ши Валерий Леонидовича ěçтěшсемпе пěрле çак паянхи ěçлě калаçăва Светлана Анатольевна патне килме? Çав тери пěлес килет-çке! Апла пулсан патнерех пырса тимлěрех итлер-ха…
Çывхарса килекен чăваш чěлхине халалласа ирттерекен «Чăваш чěлхи Кунě» уява тата пирěн ҫӗр ӗҫне халалланӑ ҫурхи акапуç туйне «Акатуя» тăван халăхăн чаплӑ йӑли-йӗркисемпе килěшӳллěн йěркелесе ирттересси çинчен сăмах пырать иккен.
Тата калаçу мěн йěри-тавра пырать-ха? Паллах, чапа тухнă ентешсен Çулталăкне, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пӗрлешӗвӗ 30 ҫул тултарнине тěпе хунă мероприятисене тата Аслă пухăва кěркунне пěрле пуçтарăнса палăртассине сӳтсе яврěç ертӳçěсем.
Елизавета Долгова



