Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн президиумĕн çĕнĕ йышĕ пĕрремĕш ларăва пуçтарăнчĕ. Унăн ĕçне ЧНК президенчĕ В.Л.Клементьев йĕркелесе ертсе пычĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусем, тĕпрен илсен, малашне ĕçлес çул-йĕрпе, малашлăх планĕсемпе çыхăннă. Президиум пайташĕсем ЧНК Комитечĕсене йĕркелерĕç, вĕсен ертÿçисене палăртрĕç.