Паян, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе тимлекен комитечĕн председателĕпе, совет тата Раççей футболисчĕпе, тренерĕпе, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕпе Валерий Газзаевпа, вăл ертсе пыракан ушкăнпа, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе, Патшалăх Думин депутачĕсемпе тата республика министрĕсĕмпе тĕл пулчĕç.
Çавра сĕтелте Патшалăх наци политикин ыйтăвĕсене, чăваш чĕлхине тата культурине аталантарас ĕç Чăваш Республикинче еплерех пулса пынине сÿтсе яврĕç.
Олег Николаев Валерий Георгиевича Чăваш Ене килсе курма май тупнăшăн тав турĕ.
ЧР культура министрĕ Светлана Каликова чăваш чĕлхипе культурине сыхласа малалла аталантарас тĕлĕшпе республика шайĕнче пурнăçлакан ĕçсем пирки каласа пачĕ. Вăл республикăри театрсем, культура учрежденийĕсем чăваш чĕлхипе культурине професси шайĕнче анлă сарнине каларĕ, республика тĕп хулинче чăваш чĕлхи хăюллăн тата час-часах янранине пĕлтерчĕ.
ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алексей Лукшин чăваш чĕлхине ЧР вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕрентни çинчен уçăмлатса пачĕ. 600 чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен республикăри шкулсенче ачасене тăван чĕлхене юратма, сума сума хăнăхтарнине, вĕрентÿ пособийĕсем юлашки вăхăтра çĕнелсех тăнине каларĕ.
Тăван чĕлхепе культурăна массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса сарасси тата аталантарасси çинчен ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова каласа кăтартрĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри чăвашсене пĕрлештерсе чăваш чĕлхипе тăван культурăна аталантарса сарассипе Чăваш наци конгресĕ 1992-мĕш çултанпах чи пысăк ĕç туса пынине, ку организаци çак енĕпе чи хастар ĕçлекен тĕп общество пĕрлĕхĕ пулнине палăртса конгресс президентне Николай Угаслова сăмах пачĕ.
Николай Федорович Мускав хăнисене ЧНК юлашки çулсенче тунă ĕçĕ-хĕлпе паллаштарчĕ. Уйрăммăн регионсенчи чăваш наци культура автономийĕсем еплерех пурăнни çинче чарăнса тăчĕ. Ĕçĕсене чăнах та питĕ нумай тунă, вĕсене ирттерме чылай вăй-хал кайнă. Анчах конгресс общество пĕрлĕхĕ пулнипе регионсене тухса çÿресси питĕ тăкаклă. Çавăнпа та ку ĕçе аталантарас тесен патшалăх пулăшăвĕ кирлине палăртрĕ конгресс президенчĕ. Николай Угаслов сăмахне Патшалăх Думин Наци политикин ĕçне тимлекен Валерий Газзаев кăсăкланса итлерĕ, хăйĕн шухӑшĕсемпе паллаштарчĕ. Валерий Газзаев Чăваш Енре наци политикине пурнăçлассине çӳллĕ шайра тытса пынине, Чăваш Республики ку енĕпе тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Вăл пилĕк çулта кунта иккĕмĕш хут килнине, ку тăрăхра кăмăллă çынсем пурăннине асăрханине пĕлтерчĕ. «Чăваш Республикин культурипе, йăли-йĕркипе, историйĕпе çапла çывăх паллашма тӳр килнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Чăваш çĕрĕ тăван чĕлхене упрас, этнокультура йăли-йĕркине аталантарас, нацисен хутшăнăвне çирĕплетес енĕпе лайăх енчен палăрса тăрать», -терĕ сумлă хăна.






























