





Унта конгресс президенчĕ Николай Угаслов патне çыру çырчĕç.
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, пĕлтĕрхи çăмăл мар çул уйрăмах ваттисене пырса çапрĕ.
Чăваш наци конгресĕшĕн те вăл çухатусемсĕр пулмарĕ. Усал чире пула Петр Васильевич Ивантаев вице-президент тата Лев Кураков академик пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Паллах, вĕсен ырă ячĕсене эпир манас çук.
Çавăнпа та Ваттисен Канашĕ çак енĕпе кирлĕ ĕçсем туса ирттересси пирки сÿтсе явса ЧНК президенчĕ Николай Угаслов патне сĕнÿпе тухма шутларĕ.
Ларура Лев Пантелеймонович Кураков ятне Шупашкарти пĕр-пĕр урама парсассăн вырăнлă тесе йышăнчĕç. Петр Васильевич Ивантаев пурăннă М.Горький проспектĕнчи 36-мĕш çурт çине асăну хăми вырнаçтарма йышăннине ырларĕç. Çак ыйтусемпе Николай Федоровича Шупашкар хулин ертÿçисем патне тухма ыйтса çырчĕç.
ЧНК пресс-служби.