ÇАК ЯТПА ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔН ПРЕЗИДЕНЧĔ НИКОЛАЙ УГАСЛОВ МУЗЕЙ ЕРТŸÇИНЕ ИРИНА МЕНЬШИКОВĂНА САЛАМЛАТЬ:
Хисеплĕ Ирина Петровна!
Сире, чăваш халăхĕн ылтăн «çÿпçи» управçисене, Наци музейĕ 100 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр!
Эсир ертсе пыракан музейра тăван халăхăн чăннипех те ахах-мерченĕ упранать.
Музей ĕçченĕсем çак тупрана пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, перекетлĕн те тирпейлĕн сыхласа упраççĕ, халăх умне кăлараççĕ, çитес ăрусем валли тĕрĕс-тĕкел парса хăварас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
Эсир тăрăшнипех хамăр историне яр-уççăн курма, тĕпчеме май пур.
Музей 100 çул хушшинче хастар та витĕмлĕ ĕçлесе, Чăваш Ен утса тухнă тĕрлĕ тапхăра экспонатсенче пуян сăнланă.
Сирĕн мухтавлă коллектива малашне те хастар та пуçаруллă ĕçлеме вăй-хăват, пурне те çирĕп сывлăх тата çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.
Чăваш наци конгресĕн
президенчĕ Николай Угаслов