Хисеплĕ Ирина Петровна! Сире, чăваш халăхĕн ылтăн «çÿпçи» управçисене, Наци музейĕ 100 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр!Эсир ертсе пыракан музейра тăван халăхăн чăннипех те ахах-мерченĕ упранать.Музей ĕçченĕсем çак тупрана пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, перекетлĕн те тирпейлĕн сыхласа упраççĕ, халăх умне кăлараççĕ, çитес ăрусем валли тĕрĕс-тĕкел парса хăварас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.Эсир тăрăшнипех хамăр историне яр-уççăн курма, тĕпчеме май пур.Музей 100 çул хушшинче хастар та витĕмлĕ ĕçлесе, Чăваш Ен утса тухнă тĕрлĕ тапхăра экспонатсенче пуян сăнланă.Сирĕн мухтавлă коллектива малашне те хастар та пуçаруллă ĕçлеме вăй-хăват, пурне те çирĕп сывлăх тата çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене пурнăçлама ăнăçу сунатпăр.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов.