Часах вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çак ятпа номерте вĕрентекене халалланă статья пур. Унăн авторĕ -Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Анисия Павловна Игнатьева. Эстони чăвашĕсен çурла уйăхĕнче иртнĕ уявĕ çинчен Ираида Захарова Таллин хулинчен ярса панă хыпарта пĕлме пулать. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çывхарать. Чăваш халăх культурипе, историйĕпе кăсăкланакансене çавна май пĕр ыйту уйрăмах кăсăклантарать: Хальхи çыравра тĕнчипе миçе чăваш пулĕ-ши? Чăваш наци конгресĕн «Хыпар» хаçат журналисчĕсем пулăшнипе кăларса тăракан хаçатĕнче кун çинчен тĕшмĕртме тата ытти кăсăклă хыпарсемпе паллашма пулĕ. «Чăваш тĕнчи» хаçата республика цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕ пулăшнипе кăларса тăратпăр. Кăларăма конгресс йышăну пÿлĕмĕнче тÿлевсĕрех илме пулать. Регионсенчи чăвашсем патне электронлă почта урлă çитеретпĕр.
ЧНК пресс-служби.




#чăвашлăх #чăваштĕнчи #Чăвашнациконгресĕ #Мининформполитикичувашии #Хыпар