Чăваш наци конгресĕн сĕнĕвĕпе, шкул ертÿçин хушăвĕпе, воспитани центрĕ йĕркеленипе, вĕрентекенсем тăрăшнипе Красноармейски шкулĕнче Чăваш тĕррин кунне халалласа чăваш тĕррин эрни иртрĕ. Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн, шкул ачисем (5-9 классем) Чăваш наци музейĕнче виртуаллă экскурсире пулса курчĕç. Музей ĕçченĕ Алина Иванова халиччен пухса йĕркелесе вырнаçтарнă экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ачасене экскурсовод чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи çи-пуçĕ çинчен ăнланмалла каласа кăтартни те, пуян чăваш тĕрри те, музейра упранакан пуянлăх та питĕ килĕшрĕ, тĕлĕнтерчĕ. Экран çине пăхса ларчĕç пулсан та, ачасем хăйсене музейра пулса курнă пекех туйрĕç, хăйсен шухăш-туйăмне, хавхаланăвне палăртмасăр чăтаймарĕç. Курнă видеоматериал пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
Шкул ачисем Трак салинчи «Заволжски» клубĕнче йĕркеленĕ «Асамлă чăваш тĕрри» куравра та пулса курчĕç. Ăна пултаруллă тĕрĕ ăсти Михайлова Жанна Михайловна йĕркеленĕ. Вăл аслисем валли те, ачасем валли те ятарласа кружок йĕркеленĕ, унта вĕсене чăваш тĕррин вăрттăнлăхне алла илме вĕрентет. Курава пынисене Жанна Михайловна хăйĕн капăр ĕçĕсемпе те, хăй тĕрлеме вĕрентнĕ тĕрĕçĕсен ĕçĕсемпе те паллаштарчĕ. Ачасем, чăннипех те, илемлĕх тĕнчинче пулса курчĕç. Паллах, чăваш тĕрриллĕ япаласем пурне те килĕшеççĕ, тыткăнлаççĕ, илеме чунпа туйма пулăшаççĕ.
Шкул ачисем курса тĕлĕнмелли, хăйсен асĕнче хăвармалли тепĕр ырă самант вăл – шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем – Михайлов Виталий Михайлович, Михайлова Зинаида Петровна, Чаховская Эльвира Валерьевна – йĕркеленĕ «Асанне арчине уçар-ха» курав пулчĕ. Унта 30 тĕрлĕ масмак, 15 тĕрлĕ сурпан, пиçиххисем, тĕрлĕрен капăрлăх, ĕлĕкхи хĕрарăм кĕписем пулчĕç. Учительсем «асанне арчинчи» пуянлăхпа 1-9 классенче вĕренекен ачасене ятарлă экскурси туса паллаштарчĕç. Тăван халăхăн ламран лама куçса пыракан тĕрри-эрешĕ мĕн тери чаплă пулнине ĕлĕкхи япаласем урлă çирĕплетсе пачĕç. Кашни тĕрлекенĕн хăйĕн çĕвви, хăйĕн эрешĕ. Тĕссене пĕр-пĕринпе килĕштерсе тĕрлессине те хăйсемех суйласа илнĕ. Масмак-сурпан çинчи тĕссене пăхсан, асанне-кукамайсем пурнăçа, çутçанталăка, янкăр тăрă тÿпене, хĕвеле, тăван çĕре юратнине пĕлме пулать. Тĕрĕсенче чăваш хĕрарăмĕн сăпайлăхĕ, ыркăмăллăхĕ, чăтăмлăхĕ, тирпейлĕхĕ, ĕçченлĕхĕ, чун пуянлăхĕ, чун илемлĕ хĕпалăрса тăрать. Кашни масмак-сурпанра чăваш çыннин пурнăçĕ сăнарланнă пекех туйăнать. Паянхи ачасемшĕн ку курав питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Чи кирли – вĕсем «асанне арчинчи» япаласене чунпа йышăнни, кăсăкланни, хăйсем те тăхăнса пăхни.
Вĕренекенсем ĕлĕкхи çи-пуçпа кăна мар, паянхи тĕрĕ ăстисем капăрлатнă чăваш тумĕпе те паллашма пултарчĕç. Унпа паллаштараканни, йĕркелекенни – шкулти воспитани центрĕн ĕçченĕ Иванова Елена Михайловна пулчĕ. Вăл ачасене хальхи чăваш тĕрри çинчен, кашни тĕрĕ мĕне пĕлтерни çинчен питĕ ăста каласа кăтартрĕ. Елена Михайловна ертсе пынипе, «Заволжски» клубĕ çумĕнчи ташă-юрă ушкăнне çÿрекен ачасем хальхи чăваш тумне тăхăнса ачасем умне тухса хăйне май «Çи-пуç кăтартăвĕ» йĕркелерĕç. Вăл та хаваслă та кăмăллă пулчĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, шкулта чăваш тĕррин эрни усăллă та тухăçлă иртрĕ. Эрне хушши ачасем илемлĕх тĕнчинче çÿрерĕç. Халиччен мĕн курманнине – курчĕç, мĕн илтменнине – илтрĕç, мĕн пĕлменнине – пĕлчĕç. Ку вара – чи кирли!
Зинаида Михайлова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи