Чăваш тĕрри – ĕмĕр сасси,
Пулни, иртни те пуласси,
Пин-пин çулсен тарăн йĕрри,
Асаннесен паха тупри.
Иванова В.М.
Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ – чăваш тĕрри кунĕ.
Çак уява халаланă савăнăçлă мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.
Чăваш наци конгресĕн президенче Клементьев В. Л., ертÿçисем Вязов П. Н. тата Тяпкин В. Г. хутшăнчĕç.
Чӑваш тӗрри кунне кăçал иккĕмĕш хут уявлаççĕ. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ чăваш культурине аталантарасси, мăн асаттесен туприне — чăваш тĕррине — упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла та аталантарасси пулса тăрать.
Çак кун тĕнчери пур чăваш чунлă çын та республика, район, шкул шайĕсенчи мероприятисенче хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшаççĕ.
Кашни районти ăстасем тĕрленĕ республика карттине уявăн тĕп сцени çинче кăтартрĕç.
Чӑваш тӗррипе хӑйсен кун-ҫулне ЧНК культура комитечӗн пайташӗсем, чăваш тумтирĕн маçтăрĕсем тата ăна анлă саракансем – ӳнер институчӗн доценчĕсем Зинаида Вороновăпа Раиса Васильева, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, Чăваш тĕррин музейĕн ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева, Любовь Вазюкова, Роза Степанова, Людмила Балтаева, Нина Андреева, Лидия Константинова, Елена Малина ӑстаҫӑсеме чун-чӗререн саламлатпӑр.
Чăваш Ен пуçлăхĕ О. А. Николаев уяв ячĕпе саламларĕ:
Хисеплĕ ентешсем! Сире Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ яланах пысăк мăнаҫлăх палли пулнă. Вăл – пирĕн нацин хăйне евĕр сĕмĕ, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, талантне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Ҫавна май эпир кăҫал пирвайхи хут паллă тăвакан ҫĕнĕ уявăн хăйĕн йăлисем йĕркеленме те тытăнни нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест. Ҫав шутра – наци тумтирĕн элеменчĕсене йышпа пĕрле тĕрлени, онлайн ăсталăх класĕсем, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни.
Ҫакна пĕтĕмпех хамăрăн ăстасен, художниксен пултарулăхне аталантарас, наци эрешне, йăлисене упраса хăварас тĕллевпе тăватпăр. Чăваш тĕррин кунĕ чăваш халăхĕн пĕрлĕхне, культура чĕрĕлĕвне, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи йăхташăмăрсен чăмăртанăвне пулăшасси пирки иккĕленместĕп.
Сире пĕтĕм чĕререн телей, тăнăҫлăх, ырлăх сунатăп!
Паян «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект старт илчӗ.