Кирек епле халăхăн та хăйне этнос пек сыхласахăварасси чăн малтан унăн истори астăвăмĕнчен килет. Чăваш халăхĕн ламран-лама пыракан чыслă аваллăхĕмухтава тивĕçлĕ. Мĕнрен килнĕ—ха сĕм аваллăхран пыраканпархатарĕ? Паллах, ăруран ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркесенчен. Кунта халăх сăмахлăхĕ те, ал ĕç пултарулăхĕте, халăх юрри-ташши те.
Чăваш тĕрри — авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, нацин иксĕлми пуянлăхĕ, унăн ĕмĕрлехсене çыхăнтараканеткĕрĕ. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпеасаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Унра халăхăмăрăнкун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туймапĕлни упранать. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑнасаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Авалхи несӗлсем хӑйсен шухӑшлавне мӗнле майпапалӑртнине тата вӗсен мӗнле ҫыру пулнине тӗрӗ-эрешискусстчвинче сӑнама пулать. Анчах пирĕн авалхи кĕнекене«хĕрлĕ ĕне» (вăрçă-харçă пушарĕ) çисе янă. Халăхăмăрăнпурнăçпа вилĕм хушшинчи вутлă-тăвăллă çулсем çинчеавалхи чылай ӑс-хакӑл, ал-ӗҫ пуянлăхне çухатса хăвармативнĕ. Çавăнпа аваллăхăн упранса юлнă кашни тĕпренчĕкĕпирĕншĕн ылтăнран та хаклăрах.
«Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Ĕмĕрсентăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тесе Чăваш енре тĕрлĕ ĕç-пуç туса иртереççĕ. Аса илер-ха, Шупашкарта 2015 çулта Чăваш тĕррин музейĕуçăлчĕ. Музейра XIX ĕмĕрчченхи авалхи чăваш шупăрне те, хĕр пĕркенчĕкĕсемпе тĕрĕллĕ шурă кĕпесене те, яркăчне те, сурпанне те, масмакне те, Алькешри «Паха тĕрĕ» тĕрлĕçулсенче кăларнă тум-юма курма пулать. Ку çеç те мар — пăлхар тата савир йăхĕсем VI-VIII ĕмĕрсенче пурăннăвырăнсен карттине йĕрлеме те, пăлхар-чăваш çыхăнăвĕсенетĕпченĕ Петр Денисов профессор ĕçĕсемпе паллашма та, тата ыттипе те… Ахальтен мар ӳнер пӗлӗвӗн докторӗАлексей Трофимов музей уçăлни чăвашсен профессиллĕискусствине аталантарас ĕçри аслă кун (великий день) тесе палăртнă.
2020-мĕш çултанпа Чăваш патшалăх культурăпа ÿнеринститучĕн Халăх пултарулăх кафедринче тĕрĕвăрттăнлăхĕсене студентсем çирĕп алла илччĕр тесе вĕрентÿпланне ятарлă «Чăваш тĕрри» ятлă предмет кĕртрĕç. Чăваш тĕрри-çĕввине тĕпчесе халăхра сарассишĕн Чӑвашнаци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, Халăхпултарулăх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Васильева тата Зинаида Воронова тăрăшса ĕçлеççĕ. Паллах, ку ĕç патне пуртеăнтăлмаççĕ, çавах та ÿсекен ăрăвăн пĕр пайĕ çак ăсталăхаалла илме тăрăшни савăнтарать. Вĕсем чăваш тĕрринепысăка хурса хаклаççĕ. Çамрăксем ку енĕпе диплом ĕçĕхатĕрлени чăваш тĕррине хисепленине кăтартать.
Республикăмăр пурнăç йĕркине тепĕр илемлĕ те черчен уяв – Чăваш тĕррин кунĕ кĕчĕ. Ӑна чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çак кун 1914 çулта халӑх ӳнерне пысӑк тӳпехывнӑ тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ. «Е.И. Ефремова пурри чӑвашсемшӗн пысӑк телей» – ку сӑмахареспублика ертӳҫи пулнӑ С.М. Ислюков каланӑ. Чӑвашхалӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай Екатерина Иосифовнӑна ҫакӑнпек чысланӑ:
Салам та мухтав сана,
Илемлӗ чунлӑ Кӗтерин!
Тӗррӳ юлать, чунун тӗрри,
Ытти тусан кӑна.
Кунтан тивӗҫлӗрех хаклав тупайрас та ҫук. Екатерина Иосифовна ячӗ пирӗн культура историйӗнче Николай Ашмаринпа Николай Никольский, Константин ИвановпаПетӗр Хусанкай, Федор Павловпа ИоакимМаксимовКошкинский, Моисей Спиридоновпа Анатолий Миттов пек ҫуталса тӑрать.
Чăваш тĕррин кунĕ тӑван культура аталанăвĕшĕн пысăкпĕлтерĕшлĕ пулӑм. Пӗлтӗр Чӑваш тӗррин кунне халалланӑтӗрӗ ӑстисем пӗрлехи вӑйпа сурпан хатӗрлерĕç. Анлӑ иртнӗ«Сурпан пӗрле» акци евӗр кӑҫал кашни районтах ӑстасемтӑван тавралӑх карттине тӗрлеҫҫӗ. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлневӗсен ӗҫӗсене пӗрлештерсе республикӑн эрешлӗ карттинепухса хатӗрĕрлемелле. Çак карта Чăваш тĕррин кунĕнченаци музейĕнче хăйĕн хисеплĕ вырăнне йышăнĕ.
Юлашки вӑхӑтра чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансен шучӗӳсни палӑрать. Кăçал Республика Пуçлăхĕ О.А. Николаев хушӑвӗпе Чăваш тĕрри шкулĕ уçăлчĕ. Тӗрӗ музейӗн ӑслӑлӑхӗҫченӗсем анлӑ вӗренӳ программи хатӗрленӗ. Пĕрремĕшурока Чăваш тĕрри музейĕнче халăх ăстисем, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем Наталия Кульева, Любовь Вазюкова, Раиса Васильевна ирттерчĕç. Виҫӗ уйӑхлӑх курса ҫӳрекенсем чӑваш халӑх ӳнерӗнисторине тишкерӗҫ, ҫӗвӗсемпе эреш паллисене вуламахӑнӑхӗҫ, тӗрлес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илӗҫ.
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла, тахçанах манăçа тухнăйăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе культура комитечӗ«Чăваш наци конгресĕн УÇĂ ВУЛАВĔСЕМ «Аваллăхаупраса, малашлăха ĕненсе» проекта (авторĕ Вера Архипова) тĕпе хурса ĕçлет. Ăсталăх урокĕсене тата тĕрлĕмероприятисене онлайн (е офлайн) йĕркипе вырăнтичăвашсемпе тата регионсенчи чăваш автономийĕсемпеиртересси культура комтечĕ тахçанах йăлана кĕртнĕ. Комитет пайташӗсем проектпа килӗшӳллӗн çамрăк тата аслăăрăва чăваш тĕррин ăсталăхне те алла илме пулăшаҫҫӗ. Хутшӑнакансемшӗн ку тĕлĕнмелле кăсăклă пулӑм, вӗсемкунта чылай кирлĕ япалана вĕренеҫҫӗ, чӑваш тӗрринвӑрттӑнлӑхне уçаççĕ.
Чӑваш тӗрри — пирӗн халӑхӑн иксӗлми пуянлӑхӗ. Вӑлмӑн асатесемпе асаннесен пехилепӗпе пин-пин çул витӗртухса çак таранччен упранса юлнӑ. Çав иксӗлми пуянлӑхаçухатас марччӗ пирӗн, манас марччӗ.
Эпир те пархатарлӑ ӗçе кӳлӗнсе чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхневӑй çитнӗ таран алла илме тӑрӑшӑпӑр, ӑна халӑхра сармаанлӑ çул уçca парӑпӑр.
Вера АРХИПОВА,
ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи