Ырӑ кун пултӑр, хисеплӗ Ентешӗмӗрсем, Чӑвашсем, Тӑванӑмӑрсем!
И. Я. Яковлев аллă çул хушши туса пынă обществăллă-педагогикăллă ĕçсем тата вăл кăларнă кěнекесем чăвашсене аслă вырăс халăхěпе пěрлешме, унпа туслă пурăнма, унăн малта пыракан культурине вěренсе йышăнма нумай пулăшнă.
И. Я. Яковлев çапла çырнă: «Чěлхе хăйне тунă халăхпа пěрле çеç вилет; халăх хăйěн тăван чěлхине мантăр тени вăл çав халăха вěлерес тенипе пěрех пулать. Истори тěлěшěнчен уйăрăлса хăйне уйрăм пурнăçпа пурăнакан кашни халăх сěм авалтанпах хăйен туйăмěсен ăнланăвěсен тата идейисен кěлеткине (скелетне) илсе пырать, вěсене вăл хăйěн ăстăнěн вăйěсемпе тата майěсемпе усă курса тунă, вěсем халăхпа пěрле çеç вилěç. Чěлхе вăл çав ăстăн пуянлăхěн хуппи кăна пулса тăрать, анчах та çав хупă хăйěн ăшчиккипе пěрле ÿссе ларать, унтан уйăрăлмасть».
Чăваш чӗлхи-тăван чӗлхе, эс-чи пахи, эс-чун уççи.
Чăваш чӗлхи-тăван чӗлхе, пин чӗлхерен чи çепӗççи.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ — Чăваш чӗлхи кунӗ çывхарнă май, аякра пурӑнакан чӑвашсенчен ӑшӑ Салампа тата ырӑ хыпарпа сире хавхалантарасшӑн.
Эпир пур чӑвашсем, аякра пурӑнсан та Чӑваш халӑхӗн авалхи культурине чӗртсе тӑратассине таса шухӑшпа ӗненетпӗр, чӑваш сӑмахӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнтӑр, чӑваш халӑхӗпе ӗмӗр-ӗмӗрех пӗрле туслӑ пурӑнасса шанатпӑр.
Пирӗн чӑвашсен ушкӑнӗнче вӗренӳпе ӑслӑлӑх хастарӗсем те пур, сире вӗсенчен пӗрипе Алексей Румянцевпа паллаштарӑп.
Ноябӗрӗн 4-мӗшӗнче, 2022 çулта Алексей Румянцевӑн акӑлчанла-чӑвашла-вырӑсла пӗрремӗш лекци пулчӗ_ Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Ку темӑпа питӗ хӗрӳллӗ те хавхалантаракан калаҫу пулчӗ лекци вӗҫӗнче.
Февралӗн 8-мӗшӗнче, 2023 çулта тепӗр презентаци иртрӗ, виçӗ чӗлхепе калаçрӗç, Индиан Университечӗн Наука пӗрлӗхӗн Тӗп Евразийӗн вӗренӳ факультечӗн шайӗнче, Алексей Румянцев он-лайн лекцине эпӗ те хутшӑнтӑм тата мана курма тӳр килчӗ (унта Тӗрӗксемпе Финн-угор халӑхӗсем кӗреҫҫӗ): тема ячӗ_ «Чӑваш тӗррин секречӗсем ҫинчен каласа пани, Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, историпе паллаштарни, …»,
Тӗрлӗ факультетри студентсемпе учёнӑйсем-Америкӑран, Тутарстан, Мари-эл, вӑтаҫӗр Азири ҫӗршывӗсенчен хутшӑнакансем пулчӗҫ.
Чӑваш тӗррине Вырӑс, Тутар, Мари, Каракалпак тата Казах тӗррисемпе танлаштарни, пӗрлӗхне асӑрханӑ ыйтусем янӑрарӗҫ лекци вӗҫӗнче.
Алексей Румянцев питӗ анлӑ каласа ӑнлантарчӗ _«Чӑваш тӗррин секречӗсем» _ҫинчен:
1) Чӑваш тӗрри мӗншӗн чӑвашсемшӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ? – а) 1870 ҫулччен ҫыру пулман, ӑ) пӗлӳ паракан кода вӑл ӑруран ӑрӑва куҫнӑ, в) декораци искусствин Тата хӳтӗлев амулетӗсен Кирлӗ элеменчӗсем пулнӑ.
2) Форма-30 тӗслӗ ҫӗвӗ, 40 ытла ҫӗвӗ, чӑваш ҫемйинчи пӗчӗк хӗрачасене воспитани памалли паха инструмент.
3) Тӗссене кашни тӗс уйрӑм ӑнлантарса парать…
4) Кода тӗрӗллӗ элементсене уйӑрса илме пултарассинче никӗсленсе Тӑрать. Шпаргалка хушӑнать. Кашни ял тата/е ҫемьен тӗп элементсен хӑйӗн интерпретацийӗ пулнӑ. 1880-мӗш ҫулсенче САНКТ-Петербургри АЛЕКСАНДР Музейӗ валли 300 предмет тӗрӗ пухнӑ, пӗр пек икӗ япала пулман.
5) Вырӑс тӗррипе Танлаштарсан-чӑваш культуринче элементсен интерпретацийӗ ӑсра кӑна палӑрать. Ҫапла вара, вырӑс тӗрри тӳрӗ пӗлтерӗшлӗ, каярахпа хӑйӗн илемӗпе пӗтӗм сюжетне аталантарнӑ чухне вӗсем «ӑсра шухӑшласа кӑларакан» пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш классиксен тӗрринче уй-хир ӗҫӗсем ытларах пулнӑран чечексем ҫук.
6) Шупашкарта Чӑваш тӗррин Хальхи музейӗ пирки, ноябрӗн 26 – мӗшӗнче-чӑваш тӗррин Кунӗ пирки те каларӗ.
Алексей Румянцев Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен ют чӗлхесен факультетне вĕренсе тухнă. Вăл — Чӑваш Республикин Президенчӗн Николай Васильевич Федоровӑн стипендиачӗ пулнă. Иван Яковлевич Яковлев еткерӗ енӗпе унӑн диплом ӗҫӗ пулнӑ. Унӑн тӗпчев ертӳҫи-паллӑ Николай Герасимович Краснов пулнӑ. Вӑл И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа акӑлчанла фотоальбома куҫарнӑ. (Архивные материалы Ивана Яковлевича Яковлева были для него как важный источник изучения его научного наследия). Халӗ Вӑл Индиан Университечӗн тӗрӗк чӗлхисен факультечӗн докторантурӗнче вӗренет. Вӑл американецсене чӑваш халӑхӗн историйӗ, культури тата йӑли-йӗркисем ҫинчен каласа парать.
Эпир пурте Çурхи ăшă кунсенче хамăрăн пӗлнӗ çывăх Чӑваш çыннăмăрсемпе савăнатпăр, мухтанатпăр.
Малалла та мӗнпур Чӑваш халӑхӗпе пӗрле туслӑ пурӑнасчӗ, телейлӗ ҫулпа утасчӗ, ҫула май ӑшӑ ҫил вӗртӗрчӗ, ӑнӑҫлӑ ҫулпа ҫӳресчӗ, пӗрлӗхре вӑй!
Малашне те вара пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнма таса та пӗр пӗлӗтсӗр ырлӑхлӑ кунсем хуҫаланчӗрчӗ!
Эпир пурте тӗрлӗ ҫынсем, анчах эпир ҫапах та пӗрле! Эпир, чăвашсем, пилĕк ĕмĕре яхăн вырăс тата ытти халăхĕсемпе пĕрле алла-аллăн тытатпăр, мĕнпур чӑвашсемпе уявсене пĕрле ирттеретпĕр.
Тӑван Чӗлхе — халӑх чунӗ.
Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
Ырӑ сунса,
Америкӑри чӑвашсен ушкӑнӗ
Майами, Флорида штачӗ
Организациллӗ ыйтусемпе ӗҫлекенӗ/пулӑшаканӗ
Инна Н. Митрюхина