Паян, ака уйăхěн 15-мěшěнче, Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев Раççей Федерацийěн тăрăхěсенчен килнě регионти шкулсенче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсемпе тěл пулчě. «Ҫавра сěтел» йěри-тавра Пушкăртстанпа Тутарстан тăрăхěнчен тата Ӗренпур, Самар, Чěмпěр облаҫӗсенчен килнě ěçтешсем пухăнчěç.
Сăлтавě питех те сумлă. Кун йěркинче ыранхи «Чěлхене упрани – халăх пуласлăхěн никěсě» регионсем шайěнчи конференцинче пěтěм делегатсемпе пěрле чăваш чěлхин пахалăхě тата тăван чěлхене малалла аталантарас ыйтăва сÿтсе явасси, чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен регионсем хушшинчи пěрлешěвне туса çирěплетесси.
Пěрремěш хăнасем Шупашкара ěнерех, ака уйăхěн 14-мěшěнчех, килсе çитрěç. Вěсене Чăваш Республикин вěренÿ институчěн пěрле пурăнмалли çуртне (общежитине) вырнаçтарнă, тÿлевсěрех. Апат çиме конгресс çуртěнче вырнаçнă «Ҫăлкуç» кафене çÿреççě, тÿлевсěрех.
Паянхи куна регионсенчен пурě 18 вěрентекен килнě. Аслă пуху ыран çеç пулать пулин те, конференци делегачěсен пěр пушă вăхăт та çук. Тěслěхрен, паян ирпе «çавра сěтел» хыççăн, вěсем ěç йěркелÿ ыйтăвěсене сÿтсе яврěç. Ун хыççăн Чăваш наци тата Ҫеçпěл Мишши музейěсенче пулчěç. Шупашкар хулин кÿлмекě тăрăхěнчи истори вырăнěсемпе паллашрěç, асăнмалăх сăнÿкерчěксем турěç.
Кăнтăрлахи апат хыççăн Чăваш Республикин Наци вулавăшне кайса электрон вěренÿ пурлăхěпе паллашрěç тата Чăваш тěррин музейне кěрсе курчěç, И.Я. Яковлев ячěллě Чăваш патшалăх педагогика университечěн ректорěпе тата вěрентекенěсемпе тěл пулса калаçрěç.
Елизавета Долгова