Чăваш наци конгресěн çуртěнче ЧНК вěренÿ комитечěн пайташěсем «Чěлхене упрани — халăх пуласлăхěн никěсě» чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсем шайěнчи конференцине йěркелесе ирттересси çинчен калаçу пычě.
Конференцине ака уйăхěн 16-мěшěнче Шупашкар хулинчи И.Н. Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университечěнче ирттерме палăртнă.
Ҫак пухăва ирттерме ЧНК вěренÿ комитечěн пайташěсем кашнинех, кам мěнле ыйтушăн яваплине, калаçса татăлчěç, çирěплетрěç.
Елизавета Долгова







