Комитет пайташӗ Антонина Андреева тусӗсене ҫӑм арлама вӗрентрӗ. Ал ӗҫне комитет пикисем хӑварт алла илчӗҫ.
Ӗҫе кал-кал пыма юрӑ-ташӑ пулӑшрӗ. Каччисем те ют мар, комитет пайташӗсен мӑшӑрӗсем.
Ташӑ ӑсти, комитет пайташӗ Надежда Васильева хӗрарӑмсене чӑваш ташшин хусканӑвӗсене вӗрентрӗ.
Ӗҫленӗ май ҫитес ҫулхи ӗҫсене планлама та ӗлкӗрчӗҫ хастар хӗрарӑмсем.
«Чӑваш халӑхӗ авалтан ӗҫленӗ ӗҫсене, йӑла-йӗркене тата чӑваш юрри-ташшине пӗлни пире ытти регионсенчи йӑхташсем патне тухса ҫӳренӗ чух та кирлӗ, пирӗн вӗсене те вӗрентмелле.
Хамӑр хӗрарӑмсем пур енӗпе те маттур пулнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп»,- тет комитет председателӗ Юлия Мареева.
Зоя Яковлева,
ЧНК массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗ.