Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулин Богдан Хмельницкий урамĕнчи кив масарта, паллă çынсене пытарнă вырăнта, Петĕр Хусанкайăн вилтăпри умне чăваш интеллигенцийĕн пĕр ушкăнĕ пухăнчĕ. Хисеплĕ поэта чыслама, пуç тайма чăваш çыравçисем, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем çитрĕç.
Чыслава В. Степанов çыравçă йĕркелесе пычĕ. 2008 çултанпа вăл П.П. Хусанкай çуралнă кунĕнче поэта хисеплесе çак сăваплă вырăна ĕçтешсене пухать. Тухса калаçакансем А. Хусанкай, В. Кервен, М. Карягина, А.Иванов-Аксар, Г. Никифоров аслă ăру поэчĕ П.П. Хусанкай чаплă сăвăç, литература тĕпчевçи, обществăпа патшалăх ĕçченĕ, çамрăк çыравçăсен юратнă тусĕ тата вĕрентекенĕ, тăван чĕлхе ăсти пулнине палăртрĕç. Вăл çырнă хайлавсем халăхăмăра халĕ те чăвашла шухăшлама, ырă та тĕрĕс пурăнма, çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантарса тăраççĕ терĕç. А. Хусанкай, А. Иванов-Аксар, В.Степанов, М.Карягина пирĕн юратнă поэтăн сăввисене каларĕç.
Хăйĕн пултарулăхне П.П. Хусанкай тăван халăха халалланă. Çавăнпа унăн ячĕ чăваш литературинче нихçан та сӳнес çук.
Г. НИКИФОРОВ,
Чăваш Республкин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ