Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» кĕнеке – халăх вуламалли кĕнеке
Чăваш Республикин тĕп вулавăшĕнче Чăваш наци конгресне йĕркеленнĕренпе вăтăр çул çитнине, Чăваш Енĕн Мухтавлă ентешĕсен çулталăкне, Раççей Халăхĕсен культура еткерĕн çулталăкне халалласа кăларнă «Эпир пулнă, пур, пултпăр!» кĕнеке хăтлавĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Павел Вязов, ЧНК пресс-служба ертӳҫи Елизавета Долгова, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров, ЧНК президенчĕ çумĕнчи ваттисен Канашӗн ертӳҫи Василий Федотов, Трак Енӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова, ЧНК культура комитечĕн ертӳçи Вера Архипова тата ыттисем те çӗнӗ кӗнекене пысăка хурса хакларĕç.
Çĕнĕ кĕнекен проекчĕн авторĕ – Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, наука консультанчĕ – филологи наукисен докторĕ Василий Федотов, рецензенчĕ – Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш президенчĕ, филологи наукисен кондидачĕ Атнер Хузангай. Пухса хатĕрлекенĕ – Елизавета Долгова. Редколлеги ĕçтешĕсем – Геронтий Никифоров, Ольга Резюкова, Лидия Филиппова, Зоя Яковлева тата Александр Вражкин.
Кĕнеке – этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Вăл пичетленсе тухни калама çук пысăк пулăм шутланать. Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать. Ку енĕпе несӗллӗх, историпе документлă кĕнекисем пичетлесе кăларни тата илемлӗ фильмсем ӳкерсе халӑх патне ҫитерни пысӑк пĕлтерĕшлĕ.
«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» çĕнĕ кĕнеке çак çут тĕнчене килни вăл – вышкайсăр çутă та илемлĕ уяв. Ку пысăк та сумлă пулăм кашни чăвашах хускатать. Паллах, пурăнса ирттернĕ вăтăр çулхи çула пирĕн пур енлĕн шухăшласа, тарăннăн ăнланса илмелле. Тем те пулнă çак тапхăрта: çитĕнÿсем те, вăхăтлăх чăрмавсем те… Пур пĕрех ырри — ытларах.
Чăвашсем – Раççейри чи пысăк халăхсенчен пĕри. Пирĕн йăхташсенчен çуррине яхăн Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнать. Вăтăр çул каялла туса хунă общество организацийĕ республикăра тата ун тулашĕнче пурăнакан чăвашсене пĕр чăмăра пĕрлештерме пултарчĕ. ХХ ĕмĕр вĕçĕнче регионсенчи чăвашсен культура центрĕсен шутне палăртма икĕ алăри пÿрнесем те çитетчĕç. Конгресс тăрăшнипе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата чикĕ леш енче наципе культура центрĕсем йĕркеленчĕç.
Паян Чăваш наци конгресĕ Раççей Федерацийĕн вăтăр çичĕ субьектĕнчи тата чикĕ леш енчи çĕршывсенчи чăвашсен çĕр ытла наципе культура пĕрлешĕвне пĕрлештерсе тăрать, вĕсене аталантарма пысăк тӳпе хывать. Наци конгресĕ иртнĕ пурнăçа та, паянхипе ыранхи çул-йĕре те асра тытса ĕçлет. Аталану, наци пĕрлĕхĕ, чăваш чĕрĕлĕвĕ конгресăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.
Чăваш халăх чĕрĕлĕвĕшĕн чунне парса ĕçлет конгресс. Тăван чĕлхепе тăван культурăна сыхласа хăварассинче тата аталантарассинче конгресс хастарĕсен тӳпи калама çук пысăк. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке те, пуян историйĕ те, халăхăн кулленхи культурин паха енĕсем те аваллăхра кăна ан юлччăр тесе çитĕнекен ăрăва вĕсем çинчен пĕлтерсе хăвармалла. Çавăнпа та чӑваш халӑхӗн авалхи йӑла уявӗсене çĕнетсе ирттерме пуҫлани те хавхалантарать. Чӑваш Республикин Культура министерствипе пӗрле Чӑваш наци конгресӗ йӗркелесе ирттерекен Акатуй мӗн пур чӑваша пӗрлештерес, ырӑ йăла- йӗркене тытса пырас, ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳсерес енӗпе уйрӑмах чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уяв пулса тӑчӗ. Юлашки ҫулсенче Акатуя Раҫҫей Федерациӗн тӗрлӗ субъектӗнче ирттересси йăлана кĕчĕ. Чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ тӑрӑхра – Крымра, Ханты-Мансире, Пенза, Чӗмпӗр, Иркутск, Ленинград облаҫӗсенче, Мускавра, Питерта, Тутарстанра – хӑватлӑн кӗрлерĕ Акатуй. Тулай чăвашĕсем авалхи тĕрĕк халăхĕсенчен пĕри пулса тăнине манмаççĕ, чӑваш йӑли-йӗркине ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫак пулăма Бурят, Тутар, Пушкӑрт Республикисенче, Чулхула, Чӗмпӗр тата Пенза облаҫӗсенче, Иркутск тӑрӑхӗнче иртнӗ чăваш культурин кунĕсем ҫирӗплетеççĕ.
«Эпир пулнă, пур, пултпăр!» кĕнеке конгресăн ĕçне хаклать, кăтартать, унăн сумне палăртать. Кунта тĕрлĕ çулта конгреса ертсе пынă, унпа тачă çыхăнса ĕçленĕ çынсем çинчен каласа панă, вăтăр çул хушшинчи тапхăрта пуçаруллă ентешсен ырă кăмăлпа тунă ĕçĕсемпе паллаштарнă. Изданире тулай чăвашĕсен, республикăри çирĕм пĕр районĕн вырăнти уйрăмĕсен, ЧНК президенчĕ çумĕнчи ваттисен Канашĕн, комитетсен ырми-канми ĕçленĕ пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ яр уççăн курăнса тăрать. Кĕнекере – пĕтĕм çĕр çинчи чăваш халăхĕн чунĕ.
Паянхи кунччен ытти халăхсемпе пĕр тан хамăра ирĕклĕн чăвашла калаçма, çырма, кĕнекесем пичетлесе кăларма пултарнишĕн эпир Иван Яковлевич Яковлева тав тăватпăр. Вăл кашни чăваш çыннине хăй ачи пек хисепленĕ, юратнă, тăван халăхшăн ырă ĕç тума «тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем» тесе чĕннĕ. Апла пулсан унăн пехилне асра тытар, пурнăçлама тăрăшар.
Ăнăçуллă пултăр çĕнĕ кĕнеке вĕçевĕ!
Малта пире пĕрле тумалли пархатарлă ĕçсем тата нумай кĕтеççĕ!
Вера Архипова,
ЧНК культура комитечĕн ертӳçи