Ырӑ кун пултӑр, тӑвансем, юлташсем, ентешсем!))
«Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» («Были мы, и есть, и будем!») ятлӑ кӗнеке Шупашкар хулин «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографинче Чӑваш наци конгресӗ çумĕнчи «Ырă кăмăллăх» фонд пулăшнипе кун ҫути курма хатӗрленет.
Кӗнекене Чăваш Республикин Мухтавлă ентешĕсен тата Раççейри Халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Çĕнĕ кăларăмра Чăваш наци конгресĕн ĕçне-хĕлне, Раççей Федерацийĕн регионĕсенчи чăвашсен наципе культура автономийĕсен тата хамăр республикăн районĕсемпе хулисен вырăнти уйрăмĕсен пурнăçĕнче пулса иртнĕ историллĕ пулăмсене, ĕçсене çырса кăтартнă, вĕсене сăнлакан сăнӳкерчĕксене вырнаçтарнă.
Эпӗ, кĕнекене пухса хатĕрлекен автор, пĕрлешӳллĕ ĕçре «Ырă кăмăллăх» фондне укçа-тенкĕ хывнăшăн, Геронтий Никифоровпа Ольга Резюкова редакторсене, Андрей Трофимов дизайнера тата Лидия Филиппова, Зоя Яковлева, Александр Вражкин редколлеги пайташӗсене пуçаруллă ĕçленĕшĕн, текстпа сăнӳкерчĕк авторĕсене ырă кăмăлшăн чун-чĕререн тав тăватӑп, çĕнĕ çитĕнӳсемпе телей, ырлăх-сывлăх сунатӑп.
Кирлӗ те вырӑнлӑ сӗнӳсем панӑшӑн Чӑваш наци конгресӗн президентне Валерий Клементьева, ӑслӑлӑх консультантне философи ӑслӑлӑхӗсен докторне Василий Федотова, кӗнеке рецензентне Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президентне Атнер Хусанкая тав сӑмахӗсем калатӑп, ӑнӑҫу сунатӑп.
Елизавета Долгова