Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Трак енри канупа культура керменӗнче Елена Энжей-Порфирьеван пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Чӑваш наци конгресӗн ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи ҫак кунсенче 30 ҫулхи юбилейне кӗтсе илчӗ. Уява пуҫтарӑннисем унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашма пултарчӗҫ.Уяв программине юрӑҫӑн кун-ҫулӗн утӑмӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ:ҫуралнӑ кунӗ, ачалӑхри вӑхӑчӗ,шкул пурнӑҫӗ,сцена ҫинчи малтанхи утӑмӗсем,ҫемье пурнӑҫӗ…
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л.Клементьев Елена Порфирьевана саламласа чӗререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем каларӗ, конгресс ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп хучӗпе наградӑларӗ. Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем те Еленӑна малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Куракансене Валентина Михайлова, Вячеслав Александров, Сергей Петров, Николай Никоноров юрӑҫсем савӑк юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Ӑшӑлӑхпа тулчӗ Красноармейски культура керменӗ.
Юрла,татах та юрла Трак ен шӑпчӑкӗ!
Ҫамрӑксен «Хастар»ӳшкӑнӗ