Юханшыв пуçламǎшĕ-çǎлкуç, çемье пуçламǎшĕ — анне…
Мĕнле тарǎн пĕлтерĕшлĕ сǎмахсем, вĕсенче çĕр çине çĕнĕ пурнǎç çуратакан хǎватлǎ хĕрарǎм-аннен сǎнарĕ, кил ǎшшине упракан ǎшпиллĕ те юратнǎ мǎшǎр, тǎван халǎхǎмǎрǎн ырǎ та пуян йǎли-йĕркине ламран-лама куçарса, упрама витĕм кӳрекен асамçǎ.
Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет шǎпах ӳркенмен, вǎр-вар та хастар, пуçаруллǎ та çаврǎнǎçуллǎ хĕрарǎмсене пĕрлештерсе тǎрать.
Вĕсем çемьери тǎнǎçлǎхшǎн, хĕрарǎмǎн ят-сумне çӳлте тытассипе ырми-канми тимлеççĕ.
Республикǎра тата ун тулашĕнче те чǎваш хĕрарǎмĕсен йышĕнче паллǎ та ĕçпе чапа тухнǎ маттурсем сахал мар, вĕсем несĕлсен эткерлĕхне упрассипе, çитĕнекен ǎрǎва çак ĕçе явǎçтарассипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Хǎйĕн ĕмĕрĕнче хĕрарǎм мĕн кǎна тумасть-ши, ǎна шутласа кǎларма та виçме те çук.Ахальтен-им, Тǎван Çĕршыва та Çĕре те Анне тетпĕр.
Ялти чăваш хĕрарăмĕн обществăри хастарлăхне ÿстерес, Раҫҫей Федерацийĕн, Чăваш Республикин аталанăвĕнчи, наукăпа культурăри, демографинчи, сывлăх сыхлавĕн тата ачасене воспитани парас тÿпине уçса парас, çемьери хутшǎнусене çирĕплетес тата хĕрарǎмсен пултаруллăхĕ урлă ял пурнăçĕпе, çемье тата наци йăли-йĕркипе кăсăкланассине ÿстерес тĕллевпе кǎçалхипе тǎваттǎмǎш çул «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс-фестиваль йĕркелесе ирттеретпĕр.
Раççейра культура эткерлĕхĕн çулталǎкне, Чǎваш енре – паллǎ ентешсене хисеплесе ирттерекен ĕç-пуçа тĕпе хурса конкурс йĕркине ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев нарǎс уйǎхĕнче çирĕплетрĕ. Унчченхи виçĕ çулта тупǎшǎва регионсенчен 41 маттур та пултаруллǎ ялсенчи чǎваш хĕрарǎмĕсем
хушǎннǎччĕ. Палǎртма кǎмǎллǎ, конкурс çулсерен çӳллĕ шайра иртни, ун пĕлтерĕшĕ пысǎккине çирĕплетет. Ǎмǎртуçǎ-хĕрарǎмсем таса та илемлĕ тǎван чĕлхепе калаçни, наци тумĕн илемне тата халǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркине
сцена çинче туллин кǎтартма пултарни, çемьери туслǎхпа килĕшӳллĕхе куракан умне çитерме мехел çитерни савǎнтарать.
Кǎçал конкурса хутшǎнакансене çĕнĕллĕхсем кĕтеççĕ. Сǎмахран, «Хĕрарǎм – кил ǎшшине упраканĕ» номинацире авалхи пил сǎмахĕсене тĕпе хурса хатĕрленмелле, çемьери йǎлапа çыхǎнтармалла.
Чǎваш апатне хатĕрленĕ чухне, конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрĕнче хуплу мĕнле пĕçернине видео ӳкерсе ярса памалла.
Республика Пуçлǎхĕ Олег Алексеевич Николаев кǎçалхи çул паллǎ ентешсен Çулталǎкĕ пулнине çирĕплетрĕ. Пултаруллǎха кǎтартма та шǎпах мухтавлǎ чǎваш хĕрарǎмĕсен сǎнарĕсем витĕм кӳрĕç.
Хĕрарǎмǎн ал ĕç ǎсталǎхне кǎтарма кǎçал та çǎм арланине видео ролик ӳкермелле.
Хальлĕхе республикǎри ултǎ районтан заявкǎсем çитрĕç, Пушкǎрт тǎрǎхĕнчен-иккĕн. Шел пулин те, республика тулашĕнче пурǎнакансем конкурс ирттермелли йĕркепе пурте паллашайман. Халĕ çак çитменлĕхе пĕтерессипе тимлетпĕр, вĕсемпе çыхǎнǎва тухса çĕнĕ электрон адресĕпе конкурса ирттермелли çирĕплетнĕ йĕркене ярса паратпǎр.
Шанас килет, кǎçалхи конкурса та ялсенчи чи пултаруллǎ та маттур чǎваш хĕрарǎмсем хутшǎнасса. Вĕсем тǎван чĕлхемĕре, йǎла-йĕркене упрама пултарнине тата çемье тĕрекĕн вǎрттǎнлǎхне туллин уçса парасса. Чǎвашсен
асамлǎ çичĕ пил сǎмахĕсене ǎша хывма витĕм кӳрессе.
Аса илтеретĕп конкурс икĕ тапхǎрпа иртет, пĕрремĕшĕ – видео куравсем, иккĕмĕшне çĕнтерӳçĕсем хушшинче Шупашкарта ирттерме йышǎнтǎмǎр.
Видео роликсене çĕртме уйǎхĕн 24- мĕшĕччен йышǎнатпǎр, иккĕмĕш тапхǎрĕ- Пĕтĕм Тĕнчери ял хĕрарǎмĕсен Кунĕ тĕлне, юпа уйǎхĕн 14 – мĕшĕнче иртет. Унччен вара ǎмǎртуçǎ-хĕрарǎмсене заявкǎсем ярса пама ыйтатпǎр, çу уйǎхĕччен ĕлкĕрмелле.
Чǎваш чунлĕ хастарсене çирĕп сывлǎхпа, иксĕлми хастарлǎхпа, хыт утǎмлǎ пулса малалла утма, Тǎван Çĕршыв аннемĕр ятне çӳлте тытма турри вǎй-хǎват патǎр.
Юханшыв — çǎлкуçран тǎрать, çемье- çĕр çине пурǎнǎç паракан аннерен килет.Çапла пултǎр яланах.
Юлия Мареева «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ