Чӗмпӗр чӑвашӗсен наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, паллӑ журналист Олег Мустаев кӑҫал пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, О.Н. Мустаев вилтӑпри умӗнче Шупашкартан пуҫ тайма килнӗ делегаци пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, конгресс ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров, ЧНК ваттисен Канашӗн ертӳҫи Василий Федотов тата пресс-служба ертӳҫи Елизавета Долгова. Вилтӑпри ҫине чечек хурса пӗр самант пурте шӑп тӑчӗҫ, Олег Николаевича ырӑпа аса илчӗҫ.
Хаклӑ ӗҫтеш пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлса кайнӑранпа ҫур ҫул иртрӗ, анчах та унӑн ҫутӑ сӑнарӗ Чӑваш наци конгресӗшӗн яланах асра.
Елизавета Долгова