«Паян Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн округри Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗпе пӗрле Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа «Янкас вулавӗсем» наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ пулчӗ, — пӗлтерчӗ ЧНК вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайловна. — Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртрӗ. Конференцие хутшӑннисем Трак енри Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен педагогикӑри сумлӑ ӗҫӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Чӑннипех те мухтавлӑ та хисеплӗ ентеш-вӗрентекенсем. Сӑмах май каласан, «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ» ятпа тӗрлӗ вӑхӑтра пурӗ 12 ҫынна чысланӑ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята вара 44 вӗрентекен тивӗҫнӗ. Вӗсем — Трак енӗн кун-ҫулне пуянлатакансем, вӗсем — ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑл парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратакансем. Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр.»