Ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне тăвакан аслă Вĕрентÿçĕн Иван Яковлевăн ăс-хаклăлĕпе пултарулăх еткерне тишкерес, унăн хайлавĕсене палăртуллă вулас, ачасен пуплев культурине ÿстерес тĕллевпе «Ăслă кĕнеке çемьене çирĕплетме пулăшать» онлайн мелĕпе çемье вулавĕн конкурсĕ иртрĕ. Яковлев хайлавĕсене вулакансен пултарулăх ăмăртăвне хулан тĕрлĕ шкулĕсенче 1–8-мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ хастар хутшăнчĕç. Çемье вулавне йĕркелекенсем Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ центрĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ тата конгресăн вырăнти уйрăмĕ пулчĕç.
Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Алевтина Такина ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне тăван чĕлхе патне кăсăклантарса яма Иван Яковлев калавĕсем тăрăх çемье вулавне йĕркелессине шухăшласа тупнă. Кун пек чухне ачасен ашшĕ-амăшĕн ачасемпе килте чăвашла ытларах калаçас туртăмĕ те ÿсет. Çак ырă пулăма хамăр та жюри пайташĕнче пулнă май куртăмăр.
Ачасен ашшĕ-амăшĕ конкурса Иван Яковлевăн чăваш халăхне панă халал сыпăкĕсене тата ача-пăча калавĕсене килте хваттерте вуланă тăрăх ÿкернĕ видеороликсем ярса пачĕç. Конкурса çирĕм икĕ çемье хутшăнчĕ. Вĕсем ачасемпе пĕрле Яковлев хайлавĕсене, уйрăмах «Уçăлма тухнă шăши», «Ĕнепе качака таки», «Лаша шырани», «Автан» калавĕсене палăртуллă та илемлĕ вуларĕç.
Жюри пайташĕсем пултарулăх ăмăртăвне хутшăннисен вулав ăсталăхне хайлава тĕрĕс те ăнланса тата тикĕс вуланине, вуланă май кăмăл-туйăма палăртнине, сăмахсене лайăх илтĕнмелле калама пултарнине, сăмах юхăмĕнче кирлĕ чарăну тунине, шухăш пусăмне каланине тата чăвашлăха палăртнине кура хак пачĕç.
«Ăслă кĕнеке çемьене çирĕплетме пулăшать» онлайн мелĕпе йĕркеленĕ çемье вулавĕн конкурсĕ ăнăçлă иртрĕ. Иван Яковлевăн чăваш халăхне панă халалĕнчи çемье çинчен каланă вырăна суйласа илсе ашшĕ-амăшĕпе ачи вулани вырăнлă пулчĕ. Халалта чăвашсен пурнăçĕнче çемье тĕп вырăнта тăнине палăртнă. Ун пирки Яковлев акă епле каланă: «Çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ», – тенĕ. Килĕшÿлĕх туйăмне çемьере çирĕп тытса тăмаллине çирĕп асăрхаттарнă вăл.
Пултарулăх ăмăртăвĕ чăваш чĕлхин кирлĕлĕхне ÿстерессинче кил-йыш пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, пĕрлехи пултарулăх ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕ воспитани пахалăхне çĕклеме пултарнине кăтартрĕ. Ачасенче чăвашлăх туйăмне тытса пынинче, аталантарассинче кил-йыш тӳпи пысăк пулнине жюри палăртрĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,
жюри пайташĕ