Паян, пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Чаваш наци конгресĕн ертÿçи Валерий Клементьев Лидия Филиппова журналист тата çыравçă хатĕрлесе пыракан «Çулсем. Çынсем. Еткерлĕх» («Люди. Годы. Наследие») кăларăма анлă интервью панă. Сехет ытла пынă калаçура Чăваш тĕнчи аталанăвĕпе çыхăнна чылай çивĕч ыйтăва хускатнă, кăткăс лару-тăрупа çыхăннă йывăрлăхсене те тарăннăн тишкернĕ… Пенза чăвашĕсен ертÿçи Денис Щербаков ятарлă çар операцине хутшăнакан чăваш каччисем патне гуманитари пулăшăвĕпе кайса çÿрени çинчен каласа панă. «Çулсем. Çынсем. Еткерлĕх» («Люди. Годы. Наследие») кăларăм эфира хăçан тухасссине каярах пĕлтерĕпĕр.