Паян, чӳк уйӑхӗн 28 — мĕшĕнче, Патшалӑх Канашӗн финанс рынокӗн комитечӗн председателӗн Анатолий Геннадьевич Аксаковӑн ҫуралнӑ кунӗ.
Хисеплӗ Анатолий Геннадьевич!
Сире 65 ҫулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр. Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, ҫемьере килӗшӳпе юрату, тус-тӑвансемпе шакӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр.
Ӗҫре тата та ытларах ҫитӗнӳ тума вӑй-хал хушӑнсах пытӑр.
Чӑваш наци конгресӗн президенчĕ
Валерий Клементьев
тата ЧНК президиум пайташĕсем