Хисеплě Валерий Леонидович!
Паян Сире ҫуралнӑ кун уявӗпе саламлатпӑр!
Чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм та анлӑ кун-ҫул сунатпӑр!
Ҫемьере телей, ырлăхпа тăнăçлăх пултӑр, чӑвашлӑх ӗҫне тивӗҫлӗ шайра тума вӑй ҫитерсе пырӑр. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, чӑваш халӑхӗшӗн ырӑ ӗҫсене ҫирӗп кӑмӑлпа тата таса чунпа тума вăй-халу тапса тăтăр!
Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсемпе хастарӗсем.
2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗ