Хисеплěрен те хисеплě
Валерий Леонидович!
Сире, чăваш халăхěн пултаруллă та маттур ывăлне, çуралнă кунпа чун-чěререн ăшшăн саламлатпăр.
Ҫирěп сывлӑх, иксěлми телей, ăнăçу сунатпăр. Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă пултăр. Килти хӑтлӑхпа ҫемье телейӗ чунăра ӑшӑтса хавхалантарччăр, мӗн шухӑшласа хуни пурнăçланса пытӑр. Чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-халăр тапса тăтăр!
Хисеплӗ ӗҫтешӗмěре ăнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану сунса Чăваш наци конгресěн пайташěсем, пěрле ěçлекенсем
