Ҫӑрттанлӑра виҫҫӗмӗш хут Акатуй кӗрлерӗ
«Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан кашни регионтах Акатуйсем ирттересси ырӑ йӑлана кӗрсе пырать. Пенза ҫӗрӗ те виҫҫӗмӗш хут тӗрлӗ регионти чӑвашсемпе ытти халӑх ывӑл-хӗрне ҫӗр ӗҫченӗн уявне пухрӗ. Ҫӑрттанлӑ (Неверкино) ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве ҫумӗнчи лапамра пине яхӑн ҫын пухӑнчӗ.
Пуҫласа кунта Акатуй 2018-мӗш ҫулта ирттернӗ. Халӑх ӑна хапӑлласа йышӑннӑ. Ырӑ пуҫарӑва малалла тӑсмашкӑн йӗркелӳҫӗсене вырӑнти ертӳлӗх гранчӗ пулӑшнӑ. Ҫапла, икӗ ҫуллӑх тӑхтав хыҫҫӑн, чӑваш, вырӑс, ирҫе, тутар тата ытти халӑх ҫыннисем, тинех, пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ. Тӗп тӗллев — чӑваш ҫамрӑкӗсене хамӑрӑн пуян йӑла-йӗркепе мӑнаҫланма вӗрентесси, тӑван халӑхӑн чӗлхипе
культурине упраса хӑварасси. Ку тӗллевпе пензӑсем ытти чухне те сахал мар ӗҫлеҫҫӗ. Кунта уйрӑмах Денис Щербаковпа Олег Жемчугова палӑртса хӑвармалла.
Пенза тӑрӑхӗнче халӗ 6 пин ҫурӑ чӑваш пурӑнать. Ытларах пайӗ, шӑпах, Ҫӑрттанлӑ районӗнче тӗпленнӗ. Унта 8 чӑваш ялӗ. Ҫавӑнпа та Акатуя вӑл тӑрӑхра ирттереҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫа ҫамрӑксене явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку пархатарлӑ тӗллев пулмалла. Пенза тӑрӑхӗнче ҫитӗнекен ӑрӑва шкулсенче икӗ теҫетке ҫул тӑван чӗлхене вӗрентменни кулленхи пурнӑҫра уйрӑмах сисӗнме пуҫланӑ. Паянхи шкул ачисем, шел пулин те, чӑвашла калаҫманпа пӗрех. Иртнӗ ҫулсенче ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса парас ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ темелле. Районти хӑш-пӗр шкулта чӑваш чӗлхине факультатив евӗр вӗрентме пуҫланӑ. Ку тӗллевпе Чӑваш наци конгресӗ те регионсен умне тухӑҫлӑрах ӗҫлеме тӗллев лартать. Валерий Клементьев конгресс ҫумӗнче регионсем хушшинчи ассоциаци йӗркеленине каларӗ. Унта чӑваш чӗлхине упраса малалла аталантарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене ҫӗкленӗ. Вӑл шутра вырсарни шкулӗсем уҫасси те. Ҫамрӑксене тӑван чӗлхене вӗренме хавхалантарса ку енпе тӗрлӗ майсем тумаллине палӑртрӗ ЧНК президенчӗ.
Ҫавах та, халӑх ҫакӑн пек пӗрле пухӑнса савӑнма пултарнӑ чух, малашлӑх ырӑ пуласса кӑна шанас килет. Юрӑ-ташӑпа кӗр-кӗрлекен Акатуй пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ. Уяв лапамне тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ вуншар коллектив тата Чӑваш Енрен ҫитнӗ ятлӑ-сумлӑ юрӑҫсем илем кӳчӗҫ. Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗ вара Акатуя пухӑннисемпе ятарлӑ форум ирттерчӗ. Вӑл тӗрлӗрен вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа пуян пулчӗ. Чӑвашла ирӗккӗн калаҫма вӗрентекен уяв картине тӗрлӗ халӑх ҫынни тӑчӗ. Пӗрисем вылянӑ евӗр ятарласа чӗлхе хуҫса калаҫма, теприсем шӳтлеме тӑрӑшрӗҫ. Хастарсем хӑнасене пӗрлешӳ ӗҫӗпе паллаштарнӑ май хамӑр халӑхӑн чи пуян эткерлӗхне упраса хӑварма ыйтрӗҫ. Аякри йӑхташсем вара Акатуя малашне тата анлӑрах, ӗлӗкхи чӑн-чӑн ярмӑркка евӗр ирттерме палӑртаҫҫӗ. Вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр,» — хыпарларӗ Алексей Енейкин, ЧНК Аслӑ (Мӑн) Канашӗн пайташӗ.