Хисеплӗ ентешсем, хаклӑ ветерансем!
Сире пурне те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнипе чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫулсем иртнӗҫем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне, хакне хытӑрах ӑнланса пыратпӑр, ӑна тата та пысӑкрах тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫутӑ та лӑпкӑ тӳпене сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшса, вӑрҫӑра чылай терт курса асапланнӑ ветерансене тата Тӑван Ҫӗршыва сыхлакан ытти салтаксене пурне те чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Мирлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешсе хаяр ҫапӑҫусенче пуҫӗсене хунӑ паттӑрсем яланах халӑх асӗнче пулӗҫ.
Паян хамӑрӑн тӗп тивӗҫе кулленхи тӑрӑшура, ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне пулӑшнинче, тӑнӑҫлӑха, ирӗклӗхе упранинче куратпӑр.
Сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатӑп. Кашни ҫемьере ӑнлану, килӗшӳ, туслӑх хуҫалантӑр.
Нихӑҫан та вӑрҫӑ урӑх ан пултӑр.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев