ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА – АКАТУЙ
Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш шкул стадионĕнче Акатуй кĕрлесе иртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем çурхи тата çуллахи уява Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалларĕç. Вăйă лапамне шкул çывăхĕнче пурăнакан хула халăхĕ, ачасемпе çамрăксем, учительсем, конгресс пайташĕсем пухăнчĕç.
Уявăн тĕп тĕшшийĕ чăвашсен чи авалхи уяв, ака-суха ĕçĕпе çыхăннă Акатуй пĕлтерĕшĕпе паллаштарасси, унăн ырă йĕрки-мешехипе сăмахлăхне аса илсе çĕнетсе пурнăçа кĕртесси пулчĕ.
Акатуя Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Елена Лаврентьева йĕркелерĕ, вăлах ертсе пычĕ. Уява 19-мĕш шкул директорĕ Александр Осокин тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн председателĕ Геронтий Никифоров уçрĕç, вĕсемех çĕр ĕçĕпе çыхăннă уяв пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, социаллă комитет ертӳçи Ольга Петрова тата шăл тухтăрĕ Александра Петрянкина уяв халăхне ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн конгресс хастарĕсене Тав хучĕсемпе парнесемпе чысланă хыççăн уяв пуçланчĕ.
Уява йĕркелекенсем тĕрлĕ енлĕ те пуян, интереслĕ программа хатĕрленĕ. Шкул стадионĕнче сăвă-юрă, ташă-çемĕ, вăйă-кулă, шашкăлла выляни тата ытти спорт ăмăртăвĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пычĕç. Ачасемпе çамрăксен хастарлăхĕ юрă-ташăпа вăй-хал вăййисенче аван курăнчĕ. Уйрăмах «Сударушка» тата «Хĕвелллĕ» фольклор ансамблĕсем савăк юрласа Акатуя хаваслăх кӳртрĕç, пурин кăмăлне çĕклеме пултарчĕç.
Çулталăк çаврăмĕпе çыхăнтарса йĕркеленĕ Акатуй хаваслă иртрĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисене татах та туслаштарчĕ, ĕмĕр-ĕмĕр килĕштерсе пурăнмаллине аса илтерчĕ.
Геронтий НИКИФОРОВ,
ЧНК çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн председателĕ