Хисеплě ентешсем!
Асамлă Çěнě çул пирěн алăкран шаккать, Кивě çулпа сывпуллашма вăхăт çитрě. 2022 çулта халăхшăн нумай усăллă ěç турăмăр. «Чăваш наци конгресě калаçать» передачăра радио микрофонě умěнче, Чăваш наци конгресěн сайчěпе социаллă сетьсен страницисенче хамăр тунă ěçсем çинчен пěлтерсех тăтăмăр. ЧНК çумěнче регионсем хушшинчи чăваш чěлхипе литератури вěрентекенсен Ассоциацине йěркелерěмěр, республикăри шкулсенче чăваш чěлхи урокěсене ытларах ирттерес тата «Чăваш Республикин халăх учителě» хисеплě ята пултаруллă вěрентекенсене парас ыйтусене пурнăçа кěртрěмěр. Регионсемпе тата районсемпе акатуйсемпе уявсене, ытти мероприятисене хастар хутшăнтăмăр, ирттертěмěр. ЧНК кăçал районсенчи вырăнти уйрăмсем тата «Хастар» çамрăксен пěрлешěвě вăйлă ěçлерěç. Чăваш наци конгресě 30 çул тултарнине халалласа «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» («Были мы, и есть, и будем!») кěнеке кăлартăмăр, Мăн Канаш ларăвне тата ытти уяв мероприятисене ирттертěмěр.
Çěнě 2023 çула тěллев палăртрăмăр: «Ыркăмăллăх» фондне тăрăшуллăрах ěçлеттересси. Çěнě çулта эпир яланах çěнěлěхпе телей кěтетпěр. Ыррине шанса тата асамлă пуласлăха ěмěтленсе пурнăçра çěнě тапхăр пуçлатпăр.
Çěнě 2023 çул ячěпе чун-чěререн тухакан чи ăшă салам сăмахěсене йышăнăр. Сирěн çул тикěс те такăр пултăр, тěллевсем тӳрě те малашлăхлă пулччăр! Çемьере телейпе ырлăх, пысăк пуянлăхпа иксěлми ăнăçлăх, туслăхпа шанăçу пулччăр! Ӗçре тата пурнăçра пысăк çитěнӳсем, çирěп сывлăх тата чун-чěре килěшӳллěхě, таса туйăм сунатăп!
Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев