Нарăс уйăхěн 16-мěшěнче Ҫěмěрле районěнчи Турхан ялěнчи культура çуртěнче Чӑваш наци конгресӗн асăннă районěн вырăнти уйрăмěн пухăвě иртрě. Паянхи кунччен çак уйрăмăн ертÿçинче ěçленě Владимир Николаевич Улисов хăйне çак ěçрен хăтарма ыйтса заявлени çырнă. Ҫавăнпа та Ҫěмěрле районěнчи вырăнти уйрăмěн ертӳҫине суйласси – паянхи пухăвăн кун йěркинчи тěп ыйту пулчě. Ҫак яваплӑ тивӗҫе малалла туса пыма Андрей Александрович Мостайкина суйларěç. Вăл Ҫěмěрле районě администраци пуҫлӑхӗн çумӗ, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуçлăхӗ.
Ҫавăн пекех Канашăн йышне çěнетрěç, унта çамрăксене те кěртрěç.
Пухура Владимир Улисов юлашки вăхăтра туса ирттернě ěçсене пěтěмлетрě.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсем, вырӑнти общество пěрлешěвěсен представителӗсем пулчěç.
ЧНК Ҫěмěрле районěн уйрăмěн пухăвне конгрес президенчě Валерий Клементьев хутшăнче, конгрес ěçě-хěлě, çитес вăхăтра вырăнти уйрăмсемпе уйрăм канашлу – форум иртересси çинчен пěлтерчě, кěскен юлашки вăхăтра тунă ěçсем çинчен каласа пачě.
Елизавета Долгова