Илтекеннисем илтěр! Илтменнисене – калӑр. Нарăс уйăхěн 27-мěшěнче пирӗн вӑхӑтшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм пулě. Тутар Республикинчи Элкел районěнчи Сиктěрме-Хусанкай ялěнче Ҫěнě Сăвар хулине никěслеççě.
Ҫак хыпара сÿтсе яврěç паян Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев тата тин çеç Хусантан таврăннă Конгресăн «Чӑваш ялӗ» комитечěн ертÿçи Э.К. Бахмисов. Тепěр хыпар – Эдуард Константинович Хусанта Тутар Республикин культура министрěпе Ирада Хафизяновна Аюповăпа тěл пулса Сиктěрме-Хусанкай ялěнче 2022 çулхи Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш культура уявне ирттерме калаçса татăлнă.
Уяв ирттерессине сÿтсе явнă калаçăва Владимир Алмантай та хутшăнчě. Вăл хăйěн «Вырăк – суварсен элтеперě» ятлă кăларăмне тěлпулăва хутшăнакансене парнелерě, авалхи Сувар хулипе Вăта Сувар (Шупашкар) хулин историйěсем çинчен кěскен каларě. Ҫěнě Сăвар, тен чăнах та, Турă панă тăван чěлхене упраса мăн асатте-асаннесен йăли-йěркине тытса пыракансен хули пулě.
Елизавета Долгова