Чăваш Республикин наци библиотеки чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Ӑ-150» пӗтӗм чӑваш акцине хутшӑнма йыхравлать. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланă.
Ҫак кун библиотекӑра тӗрлӗ лапам ӗҫлӗ.
📍 «Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫулта» ятлӑ пысӑк кӗнеке куравӗн никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ интерактивлӑ лапамра сире чӑваш чӗлхи урокӗсем, документлӑ фильм, лекци, экскурси-викторинӑсем кӗтеҫҫӗ.
📍«Фолк-тӗпелте» чӑваш халӑх тумӗпе, эрешӗпе, ташши-вӑййипе, сӑмахлӑхӗпе, музыка инструменчӗсемпе паллашма май пулӗ.
📍«Чӑваш ыйтӑвӗ» дискуссиллӗ шоура вара чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатӑпӑр.