Кăрлач уйăхěн 11-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев патěнче ӗҫлӗ тěлпулăва килнě хăнасем автономиллě Ханты-манси округӗнчи Нефтеюганск хулинче вырнаçнă вырӑнти общество организацийӗн чӑвашсен культурӑпа наци йӑли-йӗркисене аталантармалли «Телей» ушкăнăн ертÿçи П.Я. Алексеев тата ЧНК президиум пайташě, «Чӑваш ялӗ» комитет ертÿçи Э.К. Бахмисов пулчěç.
Павел Алексеев «Телей» общество пěрлешěвěн Уставне регистраци тăвас пирки калаçрě. Валерий Клементьев право тěлěшěнчен пулӑшу пама пулчӗ. Тата вěсем 2022-мěш çулхи ěç планне сӳтсе яврěç.
Эдуард Константинович Петӗр Хусанкай çуралса ÿснě Сиктěрме-Хусанкай ялне кайса килни çинчен тата уяв ирттермелли вырăна хатěрлени çинчен пěлтерчě.
Пурте пěлетпěр, кăрлач уйăхěн 22-мěшěнче Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитет.
Елизавета Долгова