Раштав уйăхěн 27-мěшěнче «Пушкăрт Республикинчи чăвашсен наци культура пěрлешěвě» регионти общество организацийěн ертÿçин çумě Денис Чистяков Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патне ӗҫлӗ тěлпулăва килсе çитрě.
Валерий Леонидович аякран килнě хăнана Чăваш наци конгресěн 2022 çулхи ěç планěпе паллаштарчě. Пушкăрт чăвашěсене ЧНК 30 çул çитнине халалланă календарне парнелерě, çывхарса килекен Ҫěнě Ҫул ячěпе саламларě.
Елизавета Долгова