ЧНК хăнисем Бассам аль-Балауи тата Виктор Чугаров пулчĕç

Паян конгресс хăнисем Палестина çĕршывĕнче çуралса ÿссе халĕ Чăваш Енре тĕпленнĕ общество деятелĕ Бассам аль-Балауи тата Виктор Чугаров кинорежиссер пулчĕç.Тĕп калаçу чăваш халăхĕн пуласлăхĕ, чĕлхене сыхласа хăварасси, ытти халăхпа туслăн килĕштерсе пурăнасси тавра пычĕ.Виктор Чугаров хăй ÿкернĕ кинофильмсем çинчен каласа пачĕ, малашнехи ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ. Çитес вăхăтра «Чăваш чĕлхи» ятлă унăн тепĕр ĕçĕ кун çути курмалла.Бассам…

ЧĂВАШ НАЦИ МУЗЕЙĔ 100 ÇУЛТА!

ÇАК ЯТПА ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔН ПРЕЗИДЕНЧĔ НИКОЛАЙ УГАСЛОВ МУЗЕЙ ЕРТŸÇИНЕ ИРИНА МЕНЬШИКОВĂНА САЛАМЛАТЬ: Хисеплĕ Ирина Петровна! Сире, чăваш халăхĕн ылтăн «çÿпçи» управçисене, Наци музейĕ 100 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр!Эсир ертсе пыракан музейра тăван халăхăн чăннипех те ахах-мерченĕ упранать.Музей ĕçченĕсем çак тупрана пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, перекетлĕн те тирпейлĕн сыхласа упраççĕ, халăх умне кăлараççĕ, çитес ăрусем валли…