Паллашăр: çĕнĕ кĕнеке
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулсем В.П. Станьял, Е.А. Майков, О.А. Вишнева, Г.Л. Никифоров çырса-пухса хатĕрленĕ «Тăван литература, 9 класс» вĕренÿпе вулав кĕнекипе пуянланчĕç. Кĕнекене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе тата «Тăван литература. Тĕслĕх программа: 5-9 классем валли» программăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Вĕренÿпе вулав кĕнеки Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Авторсем тăххăрмĕш класра чăваш халăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен…