Тепӗр ҫухату…

Тольятти хулинчи чӑваш наци культура автономине 20 ҫул ертсе пынӑ хисеплӗ ҫыннӑмӑр, Алексей Петрович Глухов 80 ҫула кайса пурнӑҫран яланлӑхах уйрӑлса кайнӑ пирки чӗререн хурланнине пӗлтеретпӗр.Алексей Петровича пӗтӗм чӑваш тӗнчи хисеплесе сума сӑватчӗ. Вӑл Тольятти хулинче чӑваш культурине, йӑла-йӗркене аталантарас тӗлӗшпе чылай тӑрӑшрӗ, чунне парса ӗҫлерӗ.Шел, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, чылай чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн, унӑн чӗри…

МĂН АСАТТЕСЕН ПАТТĂРЛĂХНЕ МАНМАСТПĂР

Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Кăçал çак хÿтĕлев чиккисене тума тытăннăранпа 80 çул çитет. Çĕршыва тăшманран сыхланмалли чикĕсем тунă çĕре хутшăннă ентешсене чысласа Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем шкулсенче мероприятисем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă ĕç паттăрĕсене халалласа Шупашкар…