«Нарспи» клубра арман «авăртрĕ» кăна

«Нарспи» клубра арман «авăртрĕ» кăна Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шупашкарти пĕрлештернĕ клуб тытăмĕнчи «Нарспи» клубра кунта çÿрекен ача-пăчасем, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕсем пуçтарăнчĕç. Çак кун «Арман» ятлă чăваш ташшин çемье уявĕ иртрĕ. Уявăн тĕп хăнисем — Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕн çумĕ Надежда Викторовна Васильева хореографпа унăн мăшăрĕ (вăл та конгресс хастарĕ) Пимен Юрьевич Васильев пулчĕç.…