«ИШЕНТЕЙ ВУЛАВĔСЕМ – 2021» ТУХĂÇЛĂ ИРТРĔÇ

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулин культура керменĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне тунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Ишентей вулавĕсем – 2021» район шайĕнче поэзи конкурс фестивалĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем Çĕрпÿ район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, Культура аталанăвĕн тата библиотека кĕнекисемпе тивĕçтерес ĕçĕн район центрĕ, Чăваш наци конгресĕн Çĕрпÿ районĕн вырăнти уйрăмĕ пулчĕç. Поэзи уявне йĕркелесе ирттерме Чăваш наци…

Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов Леонид Черкесова яваплӑ ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен Ассамблейин Канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртрӗ. Унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов та хутшӑнчӗ.Ларура Ассамблея 2016-2020 ҫулсенче туса ирттернӗ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ.Шел, ҫак общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи, хисеплӗ  Лев Кураков академик пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлнӑ пирки ҫӗнӗ ертӳҫӗ суйлама лекрӗ.Пӗр саслӑ пулса ҫак сумлӑ та питӗ яваплӑ вырӑна  Раҫҫей Патшалӑх Думин…