Тюмень тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ

Тюмень тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.Ӑна кунти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.Унӑн ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи вырӑнти чӑваш пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе Уява ачасем чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑ-ташӑпа хавхаланнӑ.